Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пирӗн ытарайми «Нарспи»

1<<
Кашни халӑхӑн чи хаклӑ пурлӑхӗ, кашни ҫын юратакан, чаплӑран та чаплӑ, пахаран та паха кӗнеки пур. Пирӗн кӗнеке - «Нарспи». Ӑна генилле чӑваш юрӑҫи Константин Васильевич Иванов-Пӑртта ҫырнӑ.
>>2<<
Яковлев паян ирпе Константин Иванов пырса панӑ тетрадьсем ҫинчен аса илчӗ. Ҫавсене вулас терӗ. Чи малтан ҫиеле хунӑ тетраде тытрӗ. Ӑна Константин Иванов пуринчен те кайран - парас-и е парас та мар-и тесе тӑнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ хӑварнӑччӗ.
- «Нарспи», - вуларӗ Яковлев тетрадь хуплашки ҫине ҫырнине. - Поэма. Пӗрремӗш сыпӑк... Кур-ха эсӗ ӑна, шӑпӑрлана, поэма та ҫырнӑ. Хӑш вӑхӑтра кӑна ӗлкӗрет-ха вӑл?!. Ӗҫчен, ӗҫчен... Ӗҫчен те, сӑпайлӑ та, талантлӑ та...
Яковлев тетрадь ҫине ҫырнине вулама тытӑнчӗ:

Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче
Хӗвел пӑхрӗ ӑшӑтса.
Силпи чӑваш ялӗнче
Юр ирӗлчӗ васкаса.

Шӑрҫа пек почерк. Сӑвӑ вара шыв юххи пек шӑранать.
Тусем, сӑртсем хуп-хура 
Юрӗ кайса пӗтнӗрен.
Тухать курӑк ҫӑп-ҫӑра
Хӗвел хытӑ хӗртнӗрен.

«Кур-ха, кур-ха, - тӗлӗнчӗ Яковлев, - мӗнле хитре, мӗнле сӑнарлӑ каланӑ!..»
Константин Иванов талантлӑ пулнине вӑл питӗ лайӑх пӗлет, ҫапах та вунулттӑри яш ҫакӑн пек хитре сӑвӑ ҫырасса шухӑшламанччӗ. Вӑл каҫ пулнине те, апат ҫимеллине те, хӑй кунӗпе пин тӗрлӗ ӗҫ туса ывӑннине те йӑлтах манса кайрӗ. Юлашкинчен, Хушӑлкари туй хыҫҫӑн, чӑтаймарӗ, ура ҫине сиксе тӑчӗ те арӑмӗ патне чупса кайса поэма йӗркисене ӑна вуласа парас терӗ, анчах куҫӗ «Ҫимӗк иртсен» сыпӑка куҫларӗ, унтан хӑтӑлаймарӗ:
Хирти ака айӗнче
Ҫерем лап-лап касӑлать;
Усал хуйхӑ-суйхӑран
Нарспи чунӗ касӑлать.
Хирти ҫава айӗнче
Курӑк вӑш-ваш йӑванать;
Усал хуйхӑ-суйхӑран
Нарспи пуҫе усӑнать.

«Кур-ха, каналье! - пушшех те ытларах тӗлӗнчӗ Яковлев. - Ара, ку ача халиччен пулман япала - прози шедеврӗ - ҫырнӑ мар-и?!.»
Хайхискер Константин Иванов парса хӑварнӑ тетраде вуларӗ те вуларӗ, вуларӗ те вуларӗ.
Екатерина Алексеевна упӑшкине питӗ юратать, ӑна май килнӗ таран ӗҫре пулӑшса, чунран парӑнса, хавхалантарса пырать ҫеҫ мар, унӑн сывлӑхне те упрама тӑрӑшать. Паян та акӑ упӑшки каҫхи апата тухманни ӑна питӗ кулянтарчӗ. Темиҫе хутчен те пыра-пыра шаккарӗ вӑл алӑка, анчах Иван Яковлевич темӗскер питӗ хавхаланса ӗҫлет, ҫиесси пирки шухӑшламасть те... Юлашкинчен Екатерина Алексеевна чӑтаймарӗ, кабинета кӗчӗ. Иван Яковлевич икӗ аллипе пуҫне тӗревленӗ те тарӑн шухӑша кайса ларать, арӑмӗ кӗнине те асӑрхамарӗ вӑл. Ун умӗнче, сӗтел ҫинче, питӗ хитре сас паллисемпе ҫырнӑ хулӑн тетрадь выртать.
- Ванюша, темӗскер пулман пуль те, - пӑшӑрханчӗ Екатерина Алексеевна.
Яковлев арӑмӗн сассине илтсен пуҫне ун еннелле ҫавӑрчӗ.
- Катенька, Катя, - терӗ шӑппӑн, шухӑшӗсенчен татӑлайман пек, - Пӗлетӗн-и, мӗскер вуларӑм эпӗ?!. Акӑ! - умӗнчи тетрадь ҫине кӑтартрӗ. - Тӗлӗнмелле поэма!
- Мӗскер япали пирки калаҫатӑн эсӗ? - ӑнлансах ҫитеймерӗ Екатерина Алексеевна.
- Акӑ, - уҫса кӑтартрӗ тетрадьне Яковлев. - «Нарспи» поэма. Чӑвашла... Генилле поэма!
- Кам ҫырнӑ вара ӑна?
- Пирӗн Константин Иванов... Мӗнле поэт!.. Мӗн тери талант!.. - Чӑтаймарӗ Яковлев, ура ҫине сиксе тӑчӗ. - Нарспи, Нарспи, ытарайми чӑваш пики!.. Ку поэма вӑл пирӗншӗн хӑйне евӗрлӗ сӑвӑлла роман, Пушкинӑн «Евгений Онегинӗ» пек. Атя-ха, Катенька, вуласа парам сана!
Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере
Вӑйли ҫук та этемрен:
Шывсем ҫинче, ҫӗр ҫинче
Хуҫа пулса вӑл тӑрать.
Анчах вӑйлӑ этем те
Хӑй тӗнчине пӑхӑнать.
Укҫапала эрехех
Ҫынна ӑсран кӑларать.

Екатерина Алексеевна упӑшки пӳлӗмӗнчи пӗртен-пӗр кресло ҫине ларчӗ. Иван Яковлевич вара ниҫта ларма-тӑма пӗлмест: вулать те вулать, вулать те вулать. Пӗрре арӑмӗ ҫумне пырса тӑрать, тепре сӗтел хушшине ларать.
Ешӗл курӑк хушшинче
Сап-сарӑ чечек ӳсет,
Аслӑ Силпи ялӗнче
Нарспи ятлӑ хӗр ӳсет.
Пичӗ-куҫӗ пит хӳхӗм,
Хирти сарӑ чечек пек.
Икӗ куҫӗ хуп-хура,
Икӗ хура шӑрҫа пек.

- Юлӑшки сыпӑк, Катенька, - терӗ Яковлев ҫаплах ларса тӑма пӗлмесӗр, - «Тӑватӑ виле» ятлӑ. Килӗшет-и сана, Катенька? Вӑйлӑ вӗт? Тӗлӗнмелле япала вӗт!.. - Каллех хавхаланса, хӑпартланса вулать Яковлев. Вуласа пынӑҫемӗн сасси пӗрре савӑнса ҫӗкленсе каять, тепре поэмӑри ӗҫсемшӗн кулянса, унти сӑнарсене шеллесе чӗтренме тытӑнать, макӑрса ярас пекех вӑл.
Атте-анне ирӗкӗ
Ҫирӗ сарӑ хӗр пуҫне.
Выртрӗ хӗсӗк тупӑка,
Ячӗ юлчӗ ял ҫине.
Ун хурлӑхлӑ юррисем
Юлчӗҫ ҫынсен асӗнче.
Халь те пулин Силпире
Асӑнаҫҫӗ мӗскӗне.
Ялан, ҫумӑр ҫумасан,
Шыв сапаҫҫӗ тӑприне.

Иван Яковлевич куҫҫульне тутӑрӗпе шӑлчӗ, чылайччен нимӗн калама пӗлеймесӗр утса ҫӳрерӗ, юлашкинчен арӑмӗ ҫумне пырса тӑчӗ.
- Катенька, ку вӑл пирӗн тӑван литература чӑнласах та аслӑ ҫул ҫине тухнине пӗлтерет. Ку поэма - аслӑ Атӑл хӗрринче пурӑнакан чӑваш ятлӑ халӑх пуррине пӗтӗм тӗнчене каласа кӑтартма пултаракан генилле хайлав, акӑ курӑн: эпӗ калани чӑна килет, ку вӑл вилӗмсӗр поэма.
Чӑтаймарӗ, каллех урай тӑрӑх утса ҫӳрерӗ:
- Ну, Константин, ну, шӑпӑрлан ачи, ӑҫтан кӑна ҫырма пултарнӑ-ха вӑл, ӑҫтан кӑна пултарнӑ-ха!.. Вӑт, шухӑшла-ха ӗнтӗ, Катенька, пирӗн пекех икӗ алӑллӑ, икӗ ураллӑ, икӗ куҫлӑ темелле, ҫав хушӑрах ыттисенчен пин хут ытла тарӑнрах шухӑшлать.
Калаҫрӗ те калаҫрӗ Яковлев, хӑй мӗн тери ывӑннине те, каҫхи апат ҫимеллине те, канма выртмаллине те йӑлтах манса кайрӗ.
>>* * *<<
Ҫак тарана ҫитсе пӗрремӗш хут паян Иван Яковлевич урока хатӗрленмесӗр, урок конспектне, класс журналне илмесӗр каять.
Аллинче - пӗртен-пӗр тетрадь. Ку - Константин Иванов ҫырнӑ «Нарспи» поэма. Паян Яковлевӑн пӗрремӗш урока шӑп та лӑп Константин Иванов вӗренекен класра ирттермелле. Ҫӗрӗпе тенӗ пекех ҫывӑрман Иван Яковлевич. «Нарспи» вуланӑ хыҫҫӑн пин тӗрлӗ шухӑш ҫаврӑнчӗ унӑн пуҫӗнче. Поэмӑна епле те пулсан халӑх патне часрах ҫитермелле! Анчах чӑваш литератури пулман та, пулма та пултараймасть текенсене мӗнле ҫырлахтармалла-ха? Пирӗн халӗ ҫакӑн пек поэма пур, ӑна пирӗн шкулта вӗренекен Константин Иванов ҫырнӑ тесессӗн вӗсем урса кайма пултарасса Иван Яковлевич питӗ лайӑх пӗлет. Ҫакӑн ҫинчен шухӑшларӗ вӑл ҫӗрӗпе. Урока кайнӑ чухне те ҫак ыйтӑва мӗнле татмаллине пӗлеймерӗ-ха.
- Паян, ачасем, пирӗн логика урокӗ пулмаллаччӗ, - терӗ Иван Яковлевич ачасене ларма хушнӑ хыҫҫӑн. - Анчах эпир паян ун вырӑнне тӑван чӗлхе урокӗ ирттерӗпӗр... Сирӗнпе пӗрле, ачасем, ыттисенчен нимпе те уйрӑлса тӑман ҫамрӑк чӑваш Константин Иванов вӗренет. Константин вӑл - чӑн-чӑн поэт. Ҫапла, ҫапла, Константин, ан вӑтан, эпӗ кӑна нимӗн пытармасӑр калатӑп, мӗншӗн тесен пӗлетӗп: эсӗ - вӑйлӑ чун хаваллӑ этем, сана ҫапла ырласа калани пӑсас ҫук.
Константин Иванов варринчи ретре иккӗмӗш парта хушшинче ларать, ытла вӑтаннипе пуҫне усрӗ. Вӑл хӑйӗн чунӗнче мӗн пуррине ҫырнӑ, пуласлӑх, вилӗмсӗрлӗх пирки шухӑшласа тӑман. Нарспи шӑпине ҫырса кӑтартса тӑван халӑха тасарах пулма, ҫынлӑха ҫухатмасӑр пурӑнма, чӑн-чӑн юратӑва, этемлӗхе упрама чӗннӗ. Ун шучӗпе, «ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере вӑйли ҫук та этемрен», эппин, этемӗн хӑйӗн ҫак вӑйне Тӑхтаман пек теприне пусмӑрлама мар, Михетер пек теприн ирӗкне, юратӑвне, таса чун-чӗрине путарма мар, ӳсӗр чӑвашсем пек ҫапкаланса ҫӳреме те мар, вӑрӑ-хурах пек айӑпсӑр ҫынсене вӗлерсе-ҫаратса ҫӳреме те мар, ырӑ ӗҫ тума, ҫынсене, пӗтӗм халӑха кирлӗ ҫӗре яма тӑрӑшмалла. Акӑ мӗн ҫырса кӑтартасшӑн пулнӑ вӑл... Хӑйӗн юратнӑ вӗрентекенӗ Иван Яковлевич ҫакна пӗтӗмпех лайӑх ӑнланни Константина, паллах, савӑнтарчӗ. Анчах хӑйне ҫапла мухтани питӗ вӑтантарчӗ.
- Ачасем, «Нарспи» поэма пирӗн халӑхӑн чапӗ пуласса эпӗ чунран-чӗререн шанатӑп, - терӗ Яковлев, унтан хӑй ытлашши сӑмахласа кайнине ӑнланчӗ пулмалла. - Чӑнах та, мӑн кӗрӳ пекех нумай калаҫрӑм, атьӑр-ха, халӗ поэмӑна вулар. - Вӑл сӗтел хушшине ларчӗ, аллинчи тетрадьне уҫрӗ те уҫӑмлӑ сассине янӑраттарса вулама тытӑнчӗ.
Ҫак хушӑра Константин Иванов йӗп ҫинчи пек ларчӗ, вӑл хӑй пурнӑҫӗнче пӗрремӗш хут Иван Яковлевич мӗн калаҫнине илтес мар тесе тӑрӑшрӗ. Шкул пуҫлӑхӗн сӑнӗ-пичӗ питӗ ҫутӑ, куҫӗ ялкӑш пулни Константина тӗлӗнтерсех ячӗ: паян вӑл, тупата турӑшӑн, авалхи юмахсенчи пӳлев пек. Хӑй те сисмерӗ Слакпуҫ ачи, унӑн сылтӑм алли парта ҫинчи хура кӑранташне ярса тытрӗ те выртакан хут ҫине ӳкерме тытӑнчӗ. Ун умӗнче халӗ - пӗртен-пӗр пӳлев, урӑх никама та курмарӗ вӑл, нимӗне те итлемерӗ, каярахпа ҫак ӳкерчӗк шкул ҫумӗнчи чӑваш музейне илемлетме пултарасси пирки те шухӑшламарӗ, самантрах чӑн-чӑн художник пек ӳкерчӗ тӗ ӳкерчӗ, хӑйӗнче тепӗр хӑватлӑ талант тупрӗ...
Ҫакӑн пек пулса иртнӗ пирӗн чӑваш халӑхӗ «Нарспи» поэмӑпа паллашасси.
>>3<<
«Кӗҫтенттин, Кӗҫтенттин... генилле ача! - шухӑшлать Яковлев. - Ӑҫтан пирӗн телее ҫуралса ҫапла тупӑн-ма пӗлтӗн-ха эсӗ? - Виҫӗм кун Константин Иванов ҫырнӑ «Нарспи» поэмӑна вуланӑранпах шкул пуҫлӑхӗ канӑҫне ҫухатрӗ. - Епле ӑслӑ, епле маттур, епле ӑста япала! - ҫаплах вӗҫӗмсӗр тӗлӗнет вӑл. - Вунулттӑ ҫеҫ тултарнӑ ача ӑҫтан пултарнӑ-ха ҫапла ҫырма?..
Яковлев пӗлет, ку - чӑваш илемлӗ литературин никӗсне хуракан чӑн-чӑн япала. Ҫак «Нарспирен» ҫӗкленсе чӑваш литератури тӗнчене тухмалла. Чӑвашсен писательсем Константин Ивановчен те пулнӑ-ха. Игнатий Иванов, Никифор Охотников, Михаил Федоров, Иван Юркин, Дмитрий Архипов... Иван Яковлевич хӑй те сахал мар ҫырнӑ, «Букварь» тата ытти кӗнеке кӑларнӑ. Анчах та ҫап-ҫамрӑк, йӑваш куҫлӑ, вӑтанчӑк ача ҫырни -ҫутӑ тӳпери ӗмӗр сӳнми хӗвел пекех. Паянтан пуҫласа чӑваш литератури тӗнчене сарӑлма тытӑнмалла. Чӑваш элчи пулса чи малтан «Нарспи» пымалла. Иван Яковлевичӑн хальхи вӑхӑтри чи пысӑк ӗҫӗ вара - ҫак хайлава пичетлесе кӑларса халӑх патне ҫитересси. Ӑна вӑл ҫитес вӑхӑтрах тума тӑрӑшрӗ. Хальлӗхе ҫак поэмӑпа кашни класра вӗренекенсене паллаштарма шухӑшларӗ.

Паян хӗрачасем вӗренекен пӗрремӗш класра чӑваш чӗлхи урокӗ. Ӗнерхи пекех Иван Яковлевич урок конспекчӗ те, класс журналӗ те илмерӗ. Аллинче - пӗртен-пӗр тетрадь, «Нарспи» поэма.
Шкул ачисем Яковлева юратаҫҫӗ те, унран кӑштах шикленеҫҫӗ те. Вӑл уроксенче епле тӗплӗ ыйтать те. Ҫитменнине тата ачасемшӗн пуриншӗн те ашшӗ пекех. Хӑй ачине чӑн-чӑн ҫын пултӑр текен ашшӗ ҫапла пулмалла та: мӗн кирлине ҫирӗп ыйтмалла.
Мархва Дмитриева малти парта хушшинче ларать. Вӑл кунта питӗ аякран, Шуршуранах вӗренме килнӗ. Темӗн те тӗпчесси килет унӑн, тем те пӗлес тесе вӗҫӗмсӗр кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке вулать вӑл. Шкул пуҫлӑхӗ вӗрентекен уроксене питӗ кӑмӑллать вал. Ҫавӑнпа урок пуҫланасса хаваслансах кӗтет. Класа шкул пуҫлӑхӗ пырса кӗнине Мархва тӳрех асӑрхарӗ: Яковлев паян темӗнле яланхи пек мар, пӑлхануллӑ, унӑн куҫӗ вут пек ҫунать.
- Эпир паян, ачасем, пирӗн шкулта вӗренекен Константин Иванов ҫырнӑ «Нарспи» поэмӑна вулӑпӑр та ун пирки калаҫу пуҫлӑпӑр. Кам вулас тет, ачасем? - терӗ вӑл.
Пӗрремӗш парта хушшинче ларакан Мархва пуринчен те малтан аллине ҫӗклерӗ.
- Эсӗ-и, Дмитриева? Юрӗ, атя, вула, сассу янӑравлӑ сан. Шкулти сочиненисене те питӗ ӑслӑ, тарӑн шухӑшласа ҫыратӑн. Пыра-киле эсӗ хӑв та ачасем валли калавсем, повеҫсем ҫырма тытӑнӑн-ха.
Сӗтел патне тухнӑ вунтӑххӑрти хитре хӗре Иван Яковлевич аллинчи тетрадьне тӑсса пачӗ.
- Янӑраттарса вула, ан вӑтан. Пӗрремӗш сыпӑкне пӗтерсен вара чарӑн, малаллине тепри вулӗ.
Константин Иванов ҫырнӑ поэмӑна ачасем мӗнле итлени кӑсӑклантарчӗ Яковлева. Пурте хавхаланса, ҫӑвар карса, хӑлхисене чанк! тӑратса итлеҫҫӗ.
- Эх, мӗншӗн-ха Сетнер ҫав усал Михетере пулӑшма кайнӑ?! - аптранипе хӑйне пӗҫҫинчен ҫапрӗ пӗр ача поэмӑна вуласа пӗтерсен. - Вӑл вилмен пулсассӑн Нарспи те ҫакӑнса вилместчӗ!..
- Пулӑшас тенӗ ӗнтӗ. Чун-чӗри ҫемҫе пулнӑ унӑн.
Калаҫма юрать-и тенӗн ачасем шкул пуҫлӑхӗ ҫине пӑхрӗҫ.
- Калаҫӑр, калаҫӑр, - терӗ Яковлев. - Хамӑн шухӑша эпӗ кайран калӑп.
- Мана пуринчен ытла Нарспи килӗшрӗ, - терӗ пӗр хӗрача. - Вӑл хӑй телейӗшӗн кӗрешме пӗлет. Эпӗ - Чукмаран. Пирӗн таврара ӗлӗк Кӳлпи ятлӑ питӗ маттур хӗр-юрӑҫӑ пулнӑ. Тӑлӑх ӳснӗ вӑл, пиччӗшӗ патӗнче пурӑннӑ. Ытарайми чӑваш каччисем ҫураҫма ҫӳренӗ ун патне. Кӳлпин савнӑ каччи те чӑвашах пулнӑ, Сетнер пек чухӑнскер. Анчах пиччӗшӗ пуяс, чапа тухас тесе Кӳлпие ҫармӑс мӑрсине качча панӑ. Кӳлпи вара хӑй юратман ҫынна качча кайма килӗшмен. Ҫапах та ӑна никам та шеллесе тӑман, вӑйпах кимӗ ҫине лартнӑ та Атӑл леш енне илсе кайма тытӑннӑ. Кӳлпи вара хурланса юрӑ юрланӑ. Юрласа пӗтернӗ ҫӗре кимми Атӑл варрине ҫитнӗ. Шыв ӗҫем-ха тесе кимӗ хӗррине пынӑ та тӳнтерсе янӑ, хӑй те путса вилнӗ, курайман тӑшманӗсене те ҫапла тӗп тунӑ. Ку поэмӑри Нарспи те Кӳлпи пекех телейшӗн кӗрешнӗ.
- Анчах мӗншӗн-ха Нарспи те, Сетнер те телейлӗ пулайман? - сиксе тӑчӗ тепӗр хӗрача. - Ман шутпа, вӗсем хӑйсен кӗрешӗвӗн тӗллевне вӗҫне ҫитиех курайман. Ҫавӑнпа вара юлашкинчен пуҫ хураҫҫӗ.
- Вӗсем вилни те ҫӗнтерниех!
- Ҫук, этем хӑй ирӗккӗн вилни ниепле те ҫӗнтерни пулма пултараймасть. Авалхи грексен чи чаплӑ произведенийӗсене е трагедийӗсене илӗр-ха. Вӗсен геройӗсем мӗн вӗҫне ҫитичченех тӑшмансемпе кӗрешеҫҫӗ, пурнӑҫшӑн ӑнтӑлаҫҫӗ. Авалхи римлянсен поэзийӗнче те ҫакнах куратпӑр.
- Мана пуринчен ытла поэмӑна вуланӑ чухне чӑваш чӗлхи питӗ хитре янӑрани тӗлӗнтерчӗ, - терӗ Дмитриева. - Мӗн тери ытарайми иккен пирӗн чӗлхе! Иван Яковлевич, эсир хӑвӑр та мӗн те пулин калӑр-ха?..
- Эпӗ, ачасем, пӗтӗмлетсе кӑна каласшӑн, - терӗ шкул пуҫлӑхӗ. - «Нарспи» - пӗтӗм тӗнче литературин ылтӑн арчине кӗме тивӗҫ тупра. Вӑл ҫак ҫӗр ҫинче сӗм-авалтан пурӑнакан чӑваш халӑхне, унӑн йӑли-йӗркине, чӗри тӗпӗнче упранӑ ӗмӗчӗсене пӗтӗм тӗнчене каласа парӗ. Тусӑмсем, вӑхӑт нумай та иртмӗ, эпир ҫак хайлава халӑх патне ҫитерӗпӗр. Поэмӑн пысӑк пуласлӑхне эпӗ питӗ шанатӑп...
Ҫапла хак панӑ эпир пурте юратакан «Нарспие» халӑха Ҫутта кӑлараканӗ, чӑваш культурин патриархӗ Иван Яковлев.
>>4<<
Слак шывӗ - юхӑм шыв.
Слак шывӗ май каятӑн та сӑрт ҫине улӑхатӑн, сӑрт леш енче - пысӑк улӑх. Силпи улӑхӗ теҫҫӗ ӑна Слакпуҫсем. Тата леререх вара ял вырӑнӗ пур. Унта ял пулнӑ, Силпи. Анчах халь ку ял ҫук ӗнтӗ, ҫӗр ҫул каялла Силписем тӗне кӗрес мар тесе ушкӑнӗпех турккӑсем патне тарса кайнӑ.
Силпи аслӑ ял пулнӑ. Таврари чӑвашсем Силписен асаплӑ ӑраскалне асӑнса таврари ҫырма-ҫатрана, ту-сӑрта, вӑрман-катана вӗсем пурӑннӑ чухнехи ятсемпех чӗнеҫҫӗ. Акӑ ку таврари чи ҫуллӗ ту. Ана Мӗҫҫекет теҫҫӗ. Юнашарах - Киремет тӑвӗ. Ун айлӑмӗнче Киремет карти пулнӑ, Силписем ҫавӑнта ушкӑнпа пуҫтарӑнса чук тунӑ, аслӑ туррӑн таса ывӑлне парнесем панӑ. Киремет тӑвӗн леш енче Мӑклӑшур пуҫланать, ун хыҫӗнче вара - вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑрман. Вӑрманпа Силпи хушшинче Чипикаран тата Кӗрлепей улӑхӗсем ешерсе лараҫҫӗ, ҫуркунне унта ытарайми ҫӗмӗрт шап-шурӑ ҫеҫке ҫурать. Чӑваш пикисем пекех ытарайми хитре вара ҫав ҫеҫкери ҫӗмӗрт! Кӗрлепей улӑхӗпе юнашар Етталашкан варӗ. Силписем пурте турккӑсем патне кайма тухсан Етталашкан тӑван ҫӗрне пӑрахса хӑварма килӗшмен, ҫав тип вара пырса ҫакӑнса вилнӗ имӗш. Киремет сӑрчӗн тухӑҫ енчен вӑрманӗпе юнашарах - Кантӑрвар, унта ӗлӗк кантӑр хутнӑ. Кантӑр вӑрманӗ петсенех хула пек пысӑк ял - Хушӑлка. Ӗлӗк-авал, тӗнче йӗп ҫӑрхи ҫинчи пек тӑнӑ чухне, Хушӑлкасем те турккӑсем патне куҫса каясшӑн пулнӑ. Хушӑлкасен ҫӗрӗн пӗр пайӗнче Пестров вырӑс улпучӗпе Глуховский генерал хуҫаланса пурӑннӑ, чи чаплӑ улӑх-ҫарана хӑйсен валли касса илнӗ. Хушӑлкасемпе Силписене пӗтерекеннисем ҫавсем пулнӑ. Вӗсем иккӗшӗ Силпи чӑвашӗсене вӑйпа тӗне кӗртме тытӑннӑ. Ҫавна чӑтаймасӑр ӗнтӗ Силписем турккӑсем патне тарса кайнӑ.
...Кӗҫтенттинпе Петя таврари улӑх-ҫарана курма тухнӑ. Вӗсем Киремет тӑвӗ урлӑ каҫса Кӗрлепей улӑхӗнчен Кантӑрварне ҫитрӗҫ. Ватӑ йӑмра тавра палламан карчӑк сиплӗ курӑк пуҫтарса ҫӳрет.
- Аван-и? - сывлӑх сунчӗҫ ӑна ачасем. - Тур пулӑштӑр, кинемей.
- Те пӗлет-ха вӑл турри этеме пулӑшма, те пӗлмест те, - мӑкӑртатнӑн калаҫрӗ карчӑк. - Турра кӗтсе, ачамсем, ҫӑкӑр та, сиплӗх те кӗтсе илеймӗн.
- Мӗншӗн апла калатӑн-ха, кинемей? - аптраса ыйтрӗ Кӗҫтенттин.
- Мӗншӗн апла калас мар-ха манӑн? - хуравлас вырӑнне хӑй ыйтрӗ карчӑк. - Пӗччен ҫеҫ пурӑнатӑп та... Кам мана чӗлӗ ҫӑкӑр парать? Турӑ-и?.. Кӗтсех тӑр! Ҫак сиплӗ курӑк пулмасан выҫсах вилмелле манӑн. Тавтапуҫах Нарспие, унӑн ырри пулӑшать пире.
- Мӗнле Нарспи пирки калатӑн, кинемей? - кӑсӑкланчӗҫ ачасем.
- Сиплӗ ҫак курӑкҫем ахальтен ӳсеҫҫӗ тесе калатӑр-им эсир? - каллех темӗнле иккӗллӗрех каларӗ карчӑк. - Ҫук, Нарспи ырлӑхӗпе ӳсеҫҫӗ вӗсем. И-и, ытарайми ырӑ кӑмӑллӑ пике пулнӑ вӑл Нарспи. Пичӗ-куҫӗ уйӑх та хӗвел. Чӗлхи - чӗкеҫ чӗлхи, кӑмӑлӗ вара - сар кайӑкӑнни пек. Анчах телейӗ пулман ҫав унӑн. Ҫак йывӑҫран ҫакӑнса вилнӗ. Ҫакӑнтах, Кантӑрварӗнчех, пытарнӑ вара ӑна. Кӑмӑлӗ ырӑ пулнипе ӗнтӗ Нарспие пытарнӑ пӗтӗм тавралӑхра сиплӗ курӑк ӳсет... И-и, ачамсем, - сасартӑк васка пуҫларӗ карчӑк, - сирӗнпе калаҫса тӑрса эпӗ шыв сыпма манса кайнӑ-ҫке!..
Карчӑк хайхи васкасах Кантӑрварӗ варринчи йывӑҫран вунӑ-вунпилӗк хӑлаҫра тӑракан ҫӳллӗ мар тӗмеске патне пычӗ те курӑк хушшинче йывӑҫ курка тупрӗ.
- Килӗр-ха, ачасем, - чӗнчӗ Петяпа Кӗҫтенттине. - Ҫак куркапа вар пуҫне кайса шыв ӑсса килӗр-ха.
Ачасем вар пуҫӗнчи валак патне чупрӗҫ.
Кам кӑна ҫапла питӗ хитре майлаштарса хума пӗлнӗ-тӗр ытарайми валака! Шӑнкӑр-шӑнкӑр юхса выртать шыв, таҫта сӑрт ӑшӗнчен валак ҫине тапса тухать те чуллӑ ҫырманалла пуҫтаххӑн сикет, вара малалла васкамасӑр юхма пуҫлать.
Ачасем шыв йӑтса килнӗ чухне карчӑк тӗмеске ҫине кукленсе ларса кӗлӗ сӑмахӗсем калатчӗ:
- Ҫитмӗл те ҫичӗ кӑвак тинӗс, кашни кӑвак тинӗсре ҫитмӗл те ҫичӗ ҫырма шывӗ. Кашни ҫырма шывӗнче - ҫитмӗл те ҫичӗ сиплӗ тумлам. Кашни тумламӗ ҫитмӗл те ҫичӗ ҫынна сип кӳрет. Унӑн сипӗ пирӗн пата та ҫиттӗрех! Турӑран ырлӑх, этемрен сиплӗх... Атӑл шывӗ те сиплӗ, Сӗве шывӗ те сиплӗ, Слак шывӗ те сиплӗ. Мӗн пур сиплӗ шыва пуҫтарса сиплӗ тумлам турӑмӑр. Ҫав сиплӗ тумлама кунта илсе килтӗмӗр. Турӑран ырлӑх, этемрен сиплӗх...
Ачасем карчӑк кӗлӗ каласа пӗтерессе сӑмах чӗнмесӗр, хускалмасӑр итлесе тӑчӗҫ.
- Кӳрӗр-ха куркӑра, - терӗ карчӑк юлашкинчен.
- Ак ҫапла, сип пултӑр сана, Нарспи, пире нихӑҫан та ан ман, эпир те сана манас ҫук. Тасалӑх шывӗ ку. Валакран ӑсса килнӗ. Эсӗ юратакан валакран. Эсир унта час-часах Сетнерпе тӗл пулнӑ. Валак шывӗ сана сип кӳтӗр, - ҫапла калаҫа-калаҫа карчӑк Петя панӑ куркари шыва тӗмеске ҫине сапрӗ.
- Ку вӑл ахаль тӗмеске мар-им? - ыйтрӗ Кӗҫтенттин.
- Ҫук, ачамсем, - терӗ карчӑк, - ку - Нарспи вил тӑприйӗ. Сетнер Нарспи савнийӗ пулнӑ. Илтмен-им вара эсир, ачамсем, Нарспипе Сетнерӗн телейсӗр пурнӑҫӗ ҫинчен?
- Ҫук, - хӑрасарах хуравларӗҫ ачасем. - Каласа пар-ха, кинемей.
- Каласа парам, эппин, ачамсем, каласа парам, - килӗшрӗ карчӑк. - Атьӑр, ларар-ха ҫемҫе курӑк ҫине.
Карчӑк кӑлӑк чӑххи пек Петяпа Кӗҫтенттие хӑй тавра лартрӗ те сӑмахне пуҫларӗ:
- Ку вӑл, ачамсем, тахҫан ӗлӗкех, Силписемпе Хушӑлкасем таҫти аякри турккӑсем патне кайса ним паллисӗр ҫухаличчен пулса иртнӗ. Пулнӑ-пурӑннӑ ун чухне Силпире Михетер ятлӑ ҫӗрме пуян. Ял кастармӑш. Усал ҫын. Пӗртен-пӗр хӗр парнеленӗ ӑна Турӑ. Нарспи ятлӑ хӗр. Вӑл мӗн тери хитре те ырӑ кӑмӑллӑ пулнине каларӑм ӗнтӗ сире. Нарспи вара хӑйсен ялӗнчи Сетнер ятлӑ маттур йӗкӗте юратнӑ. Ытарайми лайӑх мӑшӑр пулнӑ вӗсем. Анчах телей тӗлне тухайман ҫав вӗсен сукмакӗ. Ҫӗрме пуян Михетер хӑйӗн ҫурхи чечек пек хӗрне ниепле те Сетнере качча пама килӗшмен. Тӗнче йӗрки ӗнтӗ вӑл, ачамсем! Пуян ҫын хӑй пек пуянпах тӑванлашасшӑн. Пирӗн пек чухӑн мӗне кирлӗ ӑна! Сетнер вара, ачамсем, ман пек чухӑн ҫын ачи ҫеҫ пулнӑ. Унӑн таса вутлӑ чӗри те икӗ вӑйлӑ алли кӑна. Хальхи саманара куҫеҫ сахал ҫав телей патне утса тухма.
Кӗҫтенттинпе Петя карчӑк ҫапла ӑсчахланса калаҫса ларнине пӗр хускалми итлерӗҫ.
- Эпӗ кирлӗ-кирлӗ мар лапӑртатнине итлесе ывӑнмарӑр-и? - терӗ карчӑк кунтӑкӗнчи курӑксене меллӗрех вырнаҫтара-вырнаҫтара хурса.
- Ҫук, ҫук, кинемей, - ҫӑлтӑр куҫнӗ вылятса хӑпартлансах каларӗ Кӗҫтенттин.
- Малалла мӗскер пулнӑ вара вӗсен? - ыйтрӗ Петя карчӑка васкатса.
- Калӑп-ха, ачамсем, малалла мӗскер пулнине те калӑп-ха, - терӗ карчӑк ассӑн-ассӑн сывласа. - Хӑйӗн пӗртен-пӗр хӗрӗ валли Михетер пуян каччӑ тупнӑ. Кӳршӗ ялта. Хушӑлкара. Хӑй пекех пуян ҫынна. Тӑхтаман ятлӑ пулнӑ вӑл. Ватӑ та нӗрсӗр, Михетер пекех укҫашӑн ҫеҫ ҫунаканскер. Хӑйне ҫав путсӗр Тӑхтамана качча парас тенине пӗлсен Нарспи ҫӗре ӳке-ӳке макӑрнӑ, шеллеме ыйтнӑ. Анчах Михетер нимӗскере те ӑнланасшӑн пулман. Ара, ун шучӗпе, пӗтӗм телей-ӑрӑс укҫа-тенкӗре пулмалла та-ха!.. Ашшӗпе амӑшӗ укӗте кӗменнине пӗлсен вара Нарспи ҫаканта ҫӳллӗ валак патне шыв ӑсма тенӗ пек чупса тухнӑ та Сетнере кӗтме пуҫланӑ. Ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем Сетнере часах ҫакӑн ҫинчен систернӗ. Нарспипе Сетнер вара иккӗш тӗл пулнӑ та хӑйсен телейне туртса илес текенсенчен сӗм-сӗм вӑрмана тарса кайма кӑлаҫса татӑлнӑ.
- Тарса кайнӑ-и? - чӑтаймасӑр ыйтрӗ Кӗҫтенттин.
- Ҫӗрлехи хура сӗмлӗх вӑл, ачамсем, тӗлӗнтермӗш япала, - каллех ӑсчахла калаҫа пуҫларӗ карчӑк. - Нарспипе Сетнер ҫапла сӗм-сӗм вӑрмана тарса кайса пытаннӑ. Анчах ӑраскалне кунта та тупайман ҫав вӗсем. Мӑнтарӑнсене часах ярса тытнӑ. Нарспие те, Сетнере те каялла Силпие сӗтӗрсе килнӗ.
- Эх, мӗншӗн лайӑхрах пытанман-ха вӗсем! - пӑлханса каларӗ Кӗҫтенттин. - Чарӑнса та тӑмалла пулман вӗсен!..
- Талай хыҫҫӑн тӑла ҫук тесе тӑни мӗн усси ӗнтӗ, - терӗ карчӑк та ача пекех кулянса. - Ҫук ӑраскала куҫҫуль тӑкнипе тупаймастӑн... Нарспие вара усал Михетер Хушӑлкари путсӗр Тӑхтамана вӑйпах тыттарса янӑ.
- Эх, Сетнер вара нимӗнле те пулӑшайман-шим-ха ӗнтӗ Нарспие?! - каллех каламасӑр чӑтаймарӗ Кӗҫтенттин.
- Пӗр-пӗччен ҫын пӗтӗм усал тӗнчене хирӗҫ тӑни мӗн усси вӑл, ачам! - ҫаплах кулянса каларӗ карчӑк. - Тӗнчен чӗлхи те, алли те тӗрлӗ, ӑна ниепле те икӗ алӑпа ҫеҫ ҫӗнме ҫук. Вӑйӗ ҫитнӗ пулсан пулӑшатчех те ҫав ӗнтӗ ӑна Сетнер. Анчах вӑйӗ ҫитмен ҫав унӑн... Кайран ҫапах та чӑтайман, Хушӑлкана кайнӑ.
- Нарспи вара унта ҫав усал Тӑхтаман патӗнче ҫаплах тертленсе пурӑннӑ-и?
Кӗҫтенттин куҫӗ тӳпери чи ҫутӑ ҫӑлтӑр пек ҫиҫет. Паҫӑр тӗкех ларатчӗ, халӗ вара ниҫта кайса кӗреймест вӑл: пӗрре ури ҫине сиксе тӑрать, тепре хӑй вырӑнне ларать, ыйту парать карчӑка.
- Эй, ачам, мӗн тӑвас тен ӗнтӗ, хӗрарӑмӑн шӑпи ҫапла, - хурланса каларӗ кинемей. - Хӗрарӑмӑн чӑтмаллах ӗнтӗ. Анчах Нарспи хӑйӗн телейӗшӗн кӗрешме шухӑшланӑ. Темиҫе хутчен те тара-тара кайма тӑнӑ вӑл усал Тӑхтаман патӗнчен. Анчах путсӗр упӑшки ӑна кашнийӗнчех хуса ҫитсе каялла сӗтӗрсе таврӑннӑ. Килӗнче вара мӗскӗне ҫав тери тискеррӗн хӗне-хӗне тертлентернӗ.
- Эх, эпир пулнӑ тӑк пулӑшаттӑмӑрччӗ те ҫав ӑна! Ҫапла-и, Петя?
- Хамӑр пата пытарнӑ пулӑттӑмӑр ӑна! - терӗ Петя.
- Ялан тарнипе кӑна мар ҫав, ачамсем! - килӗшсех пӗтермерӗ вӗсен шухӑшӗпе карчамас. - Хӑш-пӗр чухне усала хирӗҫ тӑма та пӗлес пулать. Нарспи ҫакна вӑхӑтра ӑнланса илнӗ.
- Мӗскер тунӑ вара вӑл?
- Яшка ҫакнӑ та хуранне пепекей курӑкӗнчен тунӑ наркӑмӑш янӑ. Упӑшкине, путсӗр Тӑхтамана, наркӑмӑшлӑ яшка ҫитернӗ. Лешӗн хайхи ӑшӗ-чикки ҫунма тытӑннӑ. Халсӑрланса урайне тӗшӗрӗлсе аннӑ вӑл. Нарспи Хушӑлкаран тухса тарнӑ.
- Ӑҫта тарнӑ вара вӑл?
- Сӗм вӑрмана. Сӗм вӑрман витӗр Силпи еннелле.
- Силпие ҫитнӗ-и вара?
- Ҫитнӗ. Хӑй пӗччен мар. Сетнерпе пӗрле.
- Сетнерпе пӗрле? Ӑҫта тӗл пулнӑ вӗсем?
- Сӗм вӑрманта. Сетнер Нарспие ҫӑлма Хушӑлкана пынӑ. Сӗм-ҫӗрле, асар-писер тӑвӑллӑ каҫ вӗсем кунтан чиперех курӑнакан сӑрт тӳпинче тӗл пулнӑ, - аллине тӑсса кӑтартрӗ кинемей.
- Унта халь нимле вӑрман та ҫук, - тӗлӗнчӗ Петя.
- Силписем пӗр ҫын юлми турккӑсем патне тарса кайсан ку таврари ҫӗре вырӑс улпучӗсем тытса илнӗ. Ҫавсем касса пӗтернӗ.
- Тӑхта-ха, Петя, - терӗ Кӗҫтенттин. - Нарспипе Сетнер ҫинчен итлесе пӗтерер.
- Чӑнах та, - килӗшрӗ Петя. - Кала-ха, кинемей, малалла мӗн пулнӑ вара?
- Мӗскер пултӑр ӗнтӗ малалла - пӗр-пӗрне юратакансем тӗл пулсан, - терӗ карчӑк. - Пӗр-пӗрне алӑран тытнӑ та вӗсем Силпи еннелле утнӑ. Нимрен те хӑраса тӑман Сетнер, савнине хӑй килне илсе кайнӑ. Пӗрле пурӑнма тытӑннӑ вӗсем.
- Мӗнле-ха вара, кинемей, паҫӑр эсӗ вӗсене телей сукмакӗ ҫине тухайман терӗн мар-и? - аптраса ыйтрӗ Кӗҫтенттин.
- Ҫапла ҫав, ачам, ҫапла, - терӗ карчамас. - Телей сукмакӗ ҫине утса тухайман вӗсем. Пӗр каҫхине Силпи ялне вӑрӑ-хурах пырса кӗнӗ те Михетере ҫаратнӑ, нимӗн те хӑвармӑн.
- Ҫав кирлӗ пулнӑ ӑна, усала! - савӑнса кайрӗ Кӗҫтенттин.
- Тепле каламалла ҫав, - килӗшсех пӗтмерӗ унпа карчӑк. - Анчах вӗсен инкекӗ Сетнерпе Нарспие те пырса ҫапнӑ ҫав! Михетере ҫаратаҫҫӗ тенине илтсен Сетнер нимрен хӑрамасӑрах арӑмӗн ашшӗне пулӑшма ыткӑннӑ. Вӑрӑ-хурах вара ӑна та, Михетере те, ун карчӑкне те вӗлерсе хӑварнӑ.
- Нарспи вара?
- Нарспи ҫакна пӗлсен ҫав тери хурланса йӗнӗ. Юлашкинчен ҫакӑнта, хӑй тахҫан савнӑ тусӗпе тӗл пулнӑ ҫӗре, килнӗ те... - карчӑк пӗр-пӗччен йывӑҫ ҫине аллипе кӑтартрӗ, - ҫакӑнса вилнӗ. Ӑна вара ҫынсем тупса ҫакӑнта пытарнӑ...
Хӗвел Силпи вӑрманӗ урлӑ каҫса Слак шывӗ пуҫланнӑ тӗлти ҫӳллӗ тирексен тӑррине ларса канма шутларӗ. Кӑштах канса илет те килнелле васкаса каять. Вара каҫ пулать.
Карчӑк ҫакна асӑрхарӗ те ури ҫине тӑчӗ.
- И-и, ачамсем, - терӗ, - сирӗнпе калаҫса ларса хӗвел каҫалла сулӑннине те асӑрхаман. Капла пулмасть-ха, ачамсем, каймалла манӑн, каймалла. Атту каҫ пуличчен киле ҫитсе те ӗлкӗреймӗн. Ват ҫын утти вӑл ытла час мар-ҫке... Кайтарам-ха, кайтарам...
Карчамас сиплӗ курӑксем пухса тултарнӑ кунтӑкне тытрӗ те кӑштӑртатса Слакпуҫ еннелле кайрӗ...
Петя та каяс тесе ури ҫине сиксе тӑчӗ.
- Тӑхта-ха, тӑхта, - терӗ ӑна Кӗҫтенттин. - Ан васка. Эпир - ҫӑмӑл ҫунатсем, яла часах ҫитетпӗр. Атя-ха Нарспи вил тӑприне эпир те шыв сапар.
Вӑл карчӑк хурса хӑварнӑ йывӑҫ куркана илчӗ те ҫӳллӗ валак пуҫӗнчен шӑнкӑр-шӑнкӑр юхса выртакан тӑрна куҫӗ пек тӑрӑ шыв патнелле чупса кайрӗ...
Ҫапла ҫуралнӑ теҫҫӗ «Нарспи» поэма пулас поэтӑн чун-чӗринче.
>>5<<
Яккупа Сементей Слакпуҫне чиперех ҫитрӗҫ: анчах килтен кая юлса тухнипе ҫав кунах ҫаврӑнаймарӗҫ, ҫӗр каҫма унтах юлчӗҫ.
Ваҫинкка - ҫӗрме пуян. Ун ҫинчен Сементей нумай илтнӗ, анчах вӑл пӗрре те ытти пуян пек чунсӑр мар иккен, хӑй патне килнисене лайӑх йышӑнчӗ, чей ӗҫтерчӗ, апат ҫитерчӗ.
- Яланхи пекех Тухватуллана парӑп, - терӗ Яккӑва кӗслисем пирки. - Хакӗ пирки эсир хӑвӑр калаҫса татӑлнӑ. Мана санран, Якку мучи, ним те кирлӗ мар.
Ку сӑмахсене Сементей малтанласа ӗненмерӗ те, Ваҫинкка юри ҫеҫ хӑйне ырӑ пек кӑтартать пуль терӗ. Каярахпа вара ӗненчӗ. Слакпуҫсем Ваҫинкка пирки ҫапла калаҫҫӗ: «Хутла вӗреннӗ вӑл, ҫавӑнпа, пуян пулсассӑн та, ырӑ ҫын». Чӑваш этемми шучӗпе хутла пӗлекен ҫын усал пулма пултараймасть. Турӑ ӑна хутла вӗрентсе ун пек ырлӑх панӑ пулсассӑн ҫӑка йывӑҫ пек ҫемҫетсе лайӑхлатнах тесе шухӑшлаҫҫӗ халӑхра.
Ваҫинккан авӑн хыҫӗнче пӗчӗк пӳрт пур: Яккупа Сементее ҫӗр каҫма унта вырнаҫтарчӗ.
Каҫ пулчӗ. Тулта самаях сулхӑнланчӗ. Якку старик вара сасартӑк таҫта инҫет ҫула каяс пек тумланма тытӑнчӗ.
- Хӑнана мар пуль те? - пӗлесшӗн пулчӗ Сементей.
- Ҫук, - терӗ старик. - Кӗҫӗр Чара ҫӑлтӑра пӑхмалла. Кӗркунне мӗнле пулассине пӗлме.
Якку старик - ӑста: вӑл ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхса ҫанталӑк мӗнле пулассине ялан ҫур ҫул малтан пӗлет.
- Эсӗ, ачам, мана ан пӑх, ҫывӑр, - терӗ старик. - Эпӗ ирхине кӑна кӗретӗп.
- Манӑн та санпа пӗрле тухас мар-и?
- Ҫук, ҫук, ан чӑрман. Мана кун пек чухне пӗччен пулни лайӑхрах та. Ҫӑлтӑр тӗнчи вӑл акӑш та макӑш аслӑ, ҫапах та кашни ҫӑлтӑрӑн хӑйӗн йӗрки, пӗлтерӗшӗ пур.
Пӗчӗк пӳрт картишне тухсан Якку сарайӗнчен темле кивӗ хӳме туртса кӑларчӗ, унта туп-тулли улӑм хучӗ те ун ӑшне шӑтӑк туса таянчӑк ҫумне кӗрсе ларчӗ.
Чара ҫӑлтӑр кӗҫӗр Шалҫа ҫӑлтӑр ҫумӗпе иртет. Вӑл ӑҫтан иртнине пӑхса кӗркунне мӗнле килессе пӗлеҫҫӗ: ҫӳлерех иртсен - йӗпе пулать, аялтан иртсен - типӗ... Ҫӑлтӑр пӑхса ҫанталӑк епле пулассине каласси чӑваш хушшинче ӗлӗкренех сарӑлнӑ. Акӑ шур сухалсем тата нарӑс уйахӗнче картишне ҫӗр каҫмаллах тухса лараҫҫӗ, ҫӑлтӑр тӗнчине сӑнаҫҫӗ.
Ҫӑлтӑр тӗнчине чӑвашсем лайӑх пӗлеҫҫӗ. Мӗн ҫуралсанах вӗсем ҫӑлтӑрсене тӑванӗсен ячӗпе ят хураҫҫӗ. Пурте пӗр сӑмахпа калакан ҫӑлтӑр та сахал мар чӑвашсен. Акӑ Алтӑр ҫӑлтӑр, вӑл ялан тӳпе маччинче. «Алтӑр ҫӑлтӑр ҫич ҫӑлтӑр, ҫиччӗ каласан сӑвап пулать», - тенине кам кӑна пӗлмест пулӗ. Ӑҫтан пулса кайнӑ-ха Алтӑр ҫӑлтӑр? Ӗлӗк-авал икӗ сунарҫӑ питӗ сивӗ ҫанталӑкра пар лашапа пӑлан тытма тухса кайнӑ, хӑйсемпе пӗрле виҫӗ йытӑ илнӗ. Вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫеҫенхирте вӗсем аташса кайнӑ та шӑнса вилме тытӑннӑ, вара тӗнче хуҫи аслӑ Турӑ Танкӑр ҫакна курнӑ та вӗсене тӳпене ҫӗкленӗ, унта вӗсем ҫӑлтӑр пулса тӑнӑ. Сунарҫисенчен пӗри Асламас ятлӑ пулнӑ, вӑл вара Алтӑр ҫӑлтӑр ушкӑнӑнче чи ҫутти. Алтӑр ҫӑлтӑр - асамлӑ, вӑй хӑй алтӑрне тӳпе маччине ӳпӗнтернӗ чухне кӗлӗ каласа пысӑк ӗҫ пуҫлани ӑнӑҫлӑ пулать. Тата Курка ҫӑлтӑр, Ала ҫӑлтӑр, Шурӑмпуҫ ҫӑлтӑр, Шалча ҫӑлтӑр, Хӗрес ҫӑлтӑр, Кӗвенте ҫӑлтӑр, Хӗвел анӑҫ ҫӑлтӑр пур. Ҫут ҫанталӑк мӗнле пулассине Ала ҫӑлтӑр та систерме пултарать.
Якку Ӗлкере куҫларӗ. Аҫа ҫӑлтӑртан инҫе мар вӑл халь. Ӗлкер вӑл ӗлӗк-авал никам ҫӗнтерейми паттӑр ҫын пулнӑ тет. Кама кӑна ҫӗнтермен пуль вӑл! Шуйттанпа пӗр тӑван усалсене те, вилӗм туррине Эсреле те... Юлашкинчен хайхи тӗнче хуҫине Танкӑра та хӑй ӑсӗпе ҫӗнтернӗ. Ҫакна курса вара Танкӑр хӑраса ӳкнӗ те ӑна ҫӑлтӑр туса тӳпене хӑпартнӑ. Ӗлкертен инҫе мар - Икнӗ, тата леререх - Пӑлан, Кашкӑр, Чапан, Тараса... Хур кайӑк ҫулӗ ҫурҫӗртен кӑнтӑралла тӑсӑлать. Тахҫан ӗлӗк пулман тет вӑл. Пӗррехинче хур кайӑксем кӗркунне кӑнтӑралла васкаса вӗҫнӗ. Сивӗ хӗл вӗсене хыҫалтан хӑваласа пынӑ, ҫавӑнпа хур кайӑксем пӗрре те канса тӑман, вӗҫнӗ те вӗҫнӗ. Усал сунарҫӑ пӗрне персе амантнӑ, ыттисем ӑна кӗтсе тӑма пултарайман, малаллах кайнӑ. Хӑйсен аманнӑ юлташне кайран ҫул тупма пулӑшас тесе шурӑ тӗкӗсене тӳпене пӑраха-пӑраха хӑварнӑ, ҫавсем халӗ ҫапла ҫӑлтӑр ушкӑнӗ пулса ҫутатаҫҫӗ тет.
Хуркайӑк ҫулӗ ҫине пӑхса ҫак авалхи халӑх хайлавне аса илчӗ те Якку. Чара таврашӗнчи ытти ҫӑлтӑрсене куҫларӗ. Унтан инҫех те мар - Алкел. Тӗлӗнмелле ҫӑлтӑр вӑл Алкел: виҫӗ каҫ ялкӑшса ҫиҫет, унтан йӑшать. Кайран каллех ялкӑшма пуҫлать. Унпа юнашар урӑх ялкӑш ҫӑлтӑр сук. Тӑхта-ха, тӑхта, мӗн ку? Кӗтмен япала-ҫке ку! Пӑлханнипе старик тарласах кайрӗ. Алкел ҫумӗнче унран та ялкӑшарах ҫӑлтӑр ҫиҫет. Ак япала! Халиччен ӗмӗрне Алкел ҫумӗнче ҫутӑ ҫӑлтӑр курӑнман.
«Чӑваш ҫӑлтӑрӗ! - вӗлтлетсе иртрӗ шухӑш Якку пуҫӗнче. - Ара, авалхи ҫынсем каланӑ Чаваш ҫӑлтӑрӗ-ҫке ку!.. Чӑнах! Ҫутӑ ҫӑлтӑрсем ҫук ҫӗрте кӗтмен ҫӗртен ялкӑшса ҫунма пуҫларӗ-иҫ...»
«Хӑҫантан та хӑҫан ҫутӑ ҫӑлтӑрсем ҫук тӗлте ӗ Алкел ҫумӗнче кӗтмен ҫӗртен Ҫӗнӗ ҫӑлтӑр ялкӑщса ҫиҫме тытӑнать ҫавӑн чухне чӑваш халӑхне чапа кӑларакан ача ҫуралать, - аса илчӗ Якку тахҫан-авал таврари ватӑсенчеи илтнине. - Ҫавӑ вара Чӑваш ҫӑлтӑрӗ пулать».
«Ах, камӑн паян ача ҫуралнӑ-ши?» - ӑшталанма пуҫларӗ Якку. Текех хӑй вырӑнӗнче ларса тӑраймарӗ, картишӗнчен тухрӗ те камӑн ача ҫурӑлнине пӗлме урам тӑрӑх кайрӗ.
Ваҫинкка картишӗнче паян кӑнтӑрла иртнӗренпе вӗҫӗ-хӗррисӗр чупкалаҫҫӗ. Ваҫинкка арӑмӗ ҫӑмӑлланма тапратнӑ, анчах ниепле те ҫуратаймасть. Эпи карчӑк вара пулас ача ашшӗне шыраса тупма хушрӗ.
- Ваҫинкка! Ваҫинкка, часрах! - хӑпӑл-хапӑл чӗнсе кӗртрӗҫ ӑна эпи карчӑка пулӑшакансем.
- Эй, ачам, - терӗ эпи карчӑк Ваҫинккана пӳрте кӗнӗ-кӗменех. - Эсе арӑмна вӑл хӗрӗх чӗрнеллӗ ҫӳренӗ чухне кӳрентернӗ пуль. Куратӑн пуль, ҫаплах ҫӑмӑлланаймасть. Епле тертленет! Ачи килмест вӗт!
- Мӗн тумалла ӗнтӗ халь?! - кӑшкӑрсах ячӗ аптранӑ енне Ваҫинкка арӑмне хӑй ӗмӗрӗнче те сивӗ сӑмах каласа кӳрентерменнине те йӑлтах манса.
- Чӗн ачуна, чӗн! Ан ҫиллентӗр вӑл сана! Каҫартӑр ашшӗне.
- Мӗнле чӗнес. Эпи карчӑк, кинемей, лайӑхрах каласа ӑнлантар-ха!..
- Атя-ха, атя! - алӑран ҫавӑтса Ваҫинккана кӑмака хыҫне илсе кайрӗ эпи карчӑк. - Юшкуна ил те мӑрьерен кӑшкӑр, чен!
- Мӗнле чӗнес? - ҫаплах аптраса тӑчӗ Ваҫинкка. - Мӗскер темелле. Ун пеккине халиччен курман эпӗ!
- Кил, те. Юрататӑп сана, ачам, те. Мӗн калама пултаран - кала, ырӑ сӑмахпа кала!
Карчӑк ҫӑмӑлланакан хӗрарӑм патне кайрӗ. Ваҫинкка часрах кӑмака ҫине улӑхса кайрӗ те юшкине уҫрӗ.
- Кил, ачам! - терӗ сывлӑшне аран-аран ҫавӑрса. - Кил! Питӗ кӗтетӗп сана! Юрататӑп сана! Кӗтнӗ ывӑлӑм, кӗтнӗ хӗрӗм эсӗ манӑн! Ҫутӑ ҫӑлтӑрӑм! Пуласлӑхӑм! Кил часрах, ачам!
Темшӗн унӑн вӑйӗ пӗтсе, ҫитрӗ, вӑл кӑштӑртатса кӑмака ҫинчен анчӗ, тӗпеле арӑмӗ выртӑкан ҫӗре иртме тӑчӗ.
- Юрамасть, юрамасть кунта кӗме! - терӗ ӑна эпи карчӑк. - Кай, Ваҫинкка! Хӑв ӗҫне турӑн ӗнтӗ. Халӗ хӗрарӑм ӗҫӗ кунта...
Якку старик пӗтӗм ял тӑрӑх чупса тухрӗ, анчах ниҫта та ҫын шавлани те, тин ҫуралнӑ ача сасси те илтӗнмеҫт.
«Йӑнӑш пулчӗ-шим вара? - аптраса кулянма пуҫларӗ ватӑ. - Чӑваш ҫӑлтӑрех-ҫке-ха ӗнтӗ Алкел ҫумӗнче ҫиҫсе ялкӑшма тытӑнчӗ. Эх, никам та ҫуралмарӗ-ши кӗҫӗр? Тӑван чӑваш халӑхне чапа кӑларакан ача пулмарӗ-шим вара?
Якку хӑй ҫӗр каҫма чарӑннӑ ҫӗре ҫитнине те асӑрхамарӗ.
- Ау, ау, ау! - илтех кайрӗ вӑл сасартӑк Ваҫинкка пӳрчӗ енчен.
- Ак япала! - телӗннипе шаках хытса тӑчӗ Якку. - Ара, ача сасси-ҫке! Ӑҫта ҫуралнӑ ача ку? Ваҫинкканах-и?
Картишӗнче ҫынсем асар-писер чупкалаша пусларӗҫ.
- Кам, кам? - илтӗнсе кайрӗ Ваҫинкка сасси. - Ылтӑн-и, кӗмӗл-и?
Якку пӗлет: ача ҫуралсан ытарлӑн ҫапла ыйтаҫҫӗ. Ылтӑн - арҫын ача, кӗмӗл
- хӗрача.
- Ылтӑн! - хуравлани илтӗнчӗ темӗнле хӗрарӑмӑн хаваслӑ сасси. - Кӗҫтенттин ята килӗштереттӗн. Пулчӗ ӗнтӗ халь санӑн Кӗҫтенттин! Савӑн, Ваҫинкка, савӑн!
Тӳпе тӑп-тӑрӑ, таса. Ҫӑлтӑрсем тухса тулнӑ, ҫӗр ҫине пӑхса куҫ хӗсеҫҫӗ. Тулли уйӑх анӑҫалла кайса пырать, вӑл та паян уйрӑмах илемлӗ, тин ҫеҫ ҫуса тасатнӑ кӗмӗл питлӗх пек. Чӑнах та асамлӑ каҫ паян. Акӑ Чара ҫумӗнчи Алкел пин-пин ҫӑлтӑр ҫутипе ҫунать пек. Ун ҫумӗнчи Чӑваш ҫӑлтӑрӗ те кӳршисенчен юлас мар тесе ялкӑшать те ялкӑшать, ҫак ҫӗр ҫине чӑнласах та хӑй халӑхне чапа кӑларакан ача ҫуралнине пӗтӗм тӗнчене пӗлтересшӗн мар-ши вӑл?..
Ҫапла каласа кӑтартаҫҫӗ пулас поэт ҫуралнине пӗлекен ҫынсем.
>>6<<
Нарспи авторӗ нумай пурӑнайман. Пурӗ те 25 ҫул ҫеҫ ҫутӑ хӗвеле курса савӑннӑ унӑн ялкӑш куҫӗ. Хӑй питӗ йывӑр чирлине пӗлсе тӑван ялне таврӑннӑ.
- Вилетӗп пуль, анне, - тенӗ вӑл хӑйӗн юлашки сывлӑшӗ тухиччен нумай та вӑхӑт юлманнине туйса.
- Вилмӗн-ха, ачам, вилмӗн, - хавхалантарма тӑрӑшнӑ ӑна амӑшӗ. - Турӑ пулӑшӗ-ха сана...
Поэт пӗр тапхӑр ним чӗнмесӗр выртнӑ.
- Анне, кил-ха, - чӗннӗ вӑл кӑштах вӑхӑт иртсен.
- Мӗскер, ывӑлӑм? - Кӗҫтенттин ҫумне пырса ларнӑ амӑшӗ. - Эмел парам-и Иван Яковлевич Чӗмпӗртен парса янине? Питӗ пулӑшатчӗ вӑл сана...
- Ҫук, анне, нимле эмел те кирлӗ мар, - пӑшӑлтатса каланӑ вилекен поэт. - Акӑ, акӑ... ҫӳллӗ ту ҫине хӑпартаҫҫӗ мана, анне...
Пирӗн вилӗмсӗр поэтӑн юлашки сӑмахӗсем ҫаксем пулнӑ: «Ҫӳллӗ ту ҫине хӑпартаҫҫӗ мана...» Чӑнах та ӗмӗрлӗх Палӑк-Ту ҫине илсе хӑпартнӑ пуль ҫав ӑна, пирӗн чаплӑран та чаплӑ юрӑҫӑмӑра пирӗн Чӑваш Турри...
>>7<<
Яковлев тӑрӑшнипе шкулта ӗҫлекенсем пурте хӑйсен ӗҫ укҫин пӗр пайне вӑрҫӑ пирки инкек тусне ҫынсене пулӑшма уйӑрчӗҫ. Шкулта вӗренекенсемпе пӗрле вӗсем фронт валли тумтир ҫӗлерӗҫ, алса-чӑлха ҫыхрӗҫ. Аманнисене пулӑшма хӑйсен шкул ферминче туса илнӗ тыр-пула хыснана пачӗҫ. Пыра киле шкул ферминче е шкулӑн пӗр ҫуртӗнче лазарет уҫасси пирки те сӑмах тухрӗ. Анчах та учительсене чи пӑлхӑнтараканни - фронтри ӗҫсем. Пӗр сӑмахпа, унта ӗҫсем ӑнӑҫсӑр пыраҫҫӗ. Уйрӑмах Анӑҫра: унта пирӗн ҫарсем йывӑр ҫухатусене чӑтаймасӑр лайӑх хӗҫ-пӑшалланнӑ тӑшман хӗснипе каялла, ҫӗршыв варринелле, чакаҫҫӗ.
- Мӗнле-ха капла вара? - тӗлӗнеҫҫӗ учительсем. - Раҫҫей - аслӑ импери нихӑҫан та тӑшман умӗнче пуҫ тайман ҫӗршыв, тискер тӑшмана ҫӗнтереймест.
- Вӑрҫа начар хатӗрленнӗ, - пӗлнӗ пек сӑмахлать священник. - Импери тӑшманӗсем кирлӗ ҫӗре, пысӑк вырӑна ларса тухнӑ. Тискер тӑшмана ҫӗнтерес тесен чи малтан ҫавсенчен тасалмалла пирӗн...
Коридорта йывӑррӑн пусса утни илтӗнчӗ. Алӑк уҫӑлчӗ те - учительсен пӳлӗмне Йван Яковлевич пырса кӗчӗ. Вӑл шап-шурӑ шуралса кайнӑ, сухалне те яланхи пек тирпейлӗ тураса якатман.
- Тусӑмсем, - терӗ вӑл макӑрса ярас пек, - хаклӑ ҫыннӑмсем!.. Тин ҫеҫ питӗ хурлӑхлӑ хыпар ҫитрӗ. Пирӗн Костьӑн... Константин Васильевичӑн чӗри тапма чарӑннӑ...
- Турӑҫӑм! - терӗ хӗрарӑмсенчен пӗри пӑшӑлтатса. - Ӗненес килмест!.. Аякри кӗтесре тепри хурланса макӑрса ячӗ.
Шкул пуҫлӑхӗ вӑйӗ пӗтсе ҫитнипе вырӑнӗнчен те хускалайми тӑчӗ, унтан ҫывӑхри хыҫлӑ тенкеле хӑй патне туртса илчӗ, унта ларчӗ, анчах нумайлӑха мар, пӗр-икӗ минутран питӗ ватӑлса, йӳтесе сусӑрланнӑ старик пек ҫӗкленчӗ те уринчен урине аран-аран хускатса тухса кайрӗ хӑй хыҫҫӑн алӑка та кирлӗ пек хупаймарӗ...
>>8<<
Пирӗн малтанхи ҫыруллӑ литература пахчине кӗнӗ хӗрарӑм-поэтсенчен пӗри Ваҫҫа Аниҫҫи хӑйӗн «Иртсе кайнӑ кун ҫулӑм» очеркӗнче ҫапла ҫырать:
«Ас тӑватӑп-ха: пӗррехинче уяв каҫне Иван Яковлевич хӑй патне хӑнана килнӗ ҫынсене те илсе пынӑччӗ.
Иван Яковлевичпа арӑмӗ ачисем икӗ мӑшӑр, капӑр тумланнӑ ҫынсем малти сак ҫинче ларатчӗҫ. Вӗсен хыҫӗнче - учительсем, тата хыҫаларах - вӗренекен ачасем.
Ҫавӑн чухне чи малтан шурӑ пиртен ҫӗлетнӗ тӗрленӗ кӗпепе хура шӑлавар тӑхӑннӑ арҫын ача сцена ҫине тухса чӑвашла сӑвӑ каларӗ. Сӑввине вӑл хӑй ҫырнӑ терӗҫ. Куна эпӗ хӗрачасенчен илтрӗм.
- Мӗнле хушаматлӑ вӑл, мӗнле хушаматлӑ вӑл? - тесе ларатпӑр хамӑр хушӑра.
Ҫак арҫын ача вуланӑ сӑвӑ пире пурсӑмӑра та килӗшрӗ. Унта пӗр пуяна ытла та тӗпсӗр хырӑм пулнӑшӑн питленӗччӗ. Авторне эпӗ халиччен нихӑҫан та асӑрхаманччӗ. Халӗ вара манӑн вӑл камне ҫав тери пӗлес килчӗ. Эпир, хӗрачасем, хамӑр хушӑмӑрта мӗн пӑшӑлтатнине учительсем те илтрӗҫ пулас. Василий Иванович пирӗн енне ҫаврӑнчӗ те:
- Константин Иванов вӑл, - терӗ.
Ку пирӗн пулас чаплӑ позтӑмӑр пулчӗ иккен. Эпӗ ӑна ун чухнех ҫав тери лайӑх, астуса юлтӑм. Хӑй питӗ йӑваш та вӑтанчӑк пулнине тӳрех асӑрхарӑм. Куҫӗ унӑн пысӑкчӗ, чи ҫутӑ ҫӑлтӑр пек ялкӑшса ҫиҫетчӗ.
Ҫав уяв каҫхинехи юрӑсене паянхи пекех ас тӑватӑп. Пӗрремӗш юрӑ хыҫҫӑн «Тиек йытти тил тытать», унтан «Хӗрӗх чалӑш ҫӳллӗ ту» тата ытти юрра юрларӗҫ, Кайран вырӑсла, украинла шӑрантарчӗҫ, Уяв каҫӗ питӗ нумая пычӗ. Пурте салана пуҫласассӑн Иван Яковлевич Константин Иванова чӗнсе илчӗ те:
- Аван каларӑн, Иванов. Маттур, пултаратӑн! Вӗрен, тӑрӑш! Эсӗ чиперех вӗренсе тухса чӑн-чӑн ҫын пуласса шанатӑп, - терӗ.
Каярахпа эпир, хӗрачасем, пурте Константин Иванова темӗнле чи сӑваплӑ япалана юратнӑ пек юрататтӑмӑр. Вӑл шкул картишӗпе утса иртнӗ чухне вара чӳрече умне чупса пырса хыҫалтан пӑхса юлаттӑмӑр. Поэтӑмӑр пирӗншӗн юмахри паттӑр пекчӗ.
Пӗррехинче ҫав уяв каҫӗ хыҫҫӑнах пӗрле пурӑнакан хӗр пурне те чӳрече патне чӗнчӗ:
- Килӗр-ха, килӗр, ав ҫав Кӗҫтенттин мар-и? - терӗ.
Эпир чӳрече патне пытӑмӑр. Уйӑх ҫути ҫап-ҫутӑ.
Пирӗн чӳречерен инҫех те мар садчӗ. Йывӑҫсен хушшинче Кӗҫтенттин пытанса ларнӑ та уйӑх ҫутинче васкасах темӗскер ҫырать. Ҫырсан-ҫырсан аллине енчен енне сулкаласа сӑввине вулать. Эпир, хӗрсем, вӑл кайичченех ним сиккеленмесӗр чӳречерен пӑхса тӑтӑмӑр. Мӗн ҫырнӑччӗ-ши поэтӑмӑр ҫав каҫхине? Тен, хӑйӗн «Нарспи» поэмин вилӗмсӗр йӗркисенех пуҫланӑ пуль?»
Тӗрӗсех ҫырса кӑтартать Ваҫҫа Аниҫҫи. Ҫавӑн чухне поэт хӑйӗн вилӗмсӗр «Нарспи» поэмине ҫырнӑ. Тӗлӗнетӗп эпӗ. Мӗнле ҫырма пултарнӑ-ха ҫав тӗнче лйтературин чи чаплӑ хайлавӗсемпе тан поэмӑна вунулттари ача?! Шухӑшлӑр-ха - вун улттӑри ача!.. Юрату мӗнне те, пурнӑҫ мӗнне те, вилӗм мӗнне те пӗлмен-курман ача пулнӑ-ҫке вӑл ун чухне!.. Тупата, Турӑ тата Аспӑ Тӳпе пулӑшнах пуль ҫав ӑна. Мӗншӗн, тесен «Нарспи» чӑваш халӑхне ҫӗнӗрен ҫӗкленсе кайма, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма, кирлӗ пулнӑ. Ҫавна шута хурса темле сӑмахпа каласа кӑтартма ҫук Аслӑ Вӑй вунулттӑри чӑваш ачине пирӗн пӗтӗм халӑхӑн шалти хӑватне панӑ. Ҫавсем вара ҫак вилӗмсӗр кӗнекене, пирӗн ытарайми «Нарспие», ҫуратма пулӑшнӑ пулӗ...


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-06-25 11:52:51 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 14565 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем